Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш чӗлхи

Культура

Чӑваш кӗнеке издательстви ҫак кунсенче тепӗр ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути парнеленӗ. Хальхинче унта чӑваш халӑх юмахӗсен кӗнеки «Тилӗ тусӗ. Лисья пляска» ятпа чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ. Унта ултӑ юмах кӗнӗ.

Чӑваш Енӗн информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юмахсен пуххине кӗнӗ хайлавсем кӗҫӗн вулакансене ӑса вӗрентеҫҫӗ, йӑнӑшасран асӑрхаттараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне юмахсем халӑх ӑс-хакӑлне кӑтартаҫҫӗ, паянхи куншӑн та ҫивӗч ыйтусене хускатаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ: ӑнланма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе Сергейпе Наталья Орловсем юмахсене ансат та илӗртӳллӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Хайлавсене чӑвашларан вырӑсла вара С. Шуртаковпа А. Димитриев куҫарса хатӗрленӗ.

 

Чӑвашлӑх

Паян пӗтӗм чӑваш тӗнчи тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерет. Асла вӗрентекенӗмӗрӗн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб иртнӗ, Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче вара ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ уява пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчи хастар йӑхташӑмӑрсем те ҫак куна асра тытса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкара та, сӑмах май, тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ.

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшакан Николай Федоров Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинчи Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине чечек ҫыххи хунӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ

Чӑваш чӗлхин кунӗ ячӗпе Шупашкарта паян йӗркеленӗ митинг «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб ятпа иртнӗ.

Унта вӗренекенсем, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, студентсем, хастар ытти ҫынсем пухӑннӑ. Тухса калаҫакансем хушшинче ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑваш обществин ертӳҫи Володар Тимофеев, ЧР вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Виталий Станьял ӑсчах, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч тата ыттисем пулнӑ.

Митингра тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ пирки калаҫнипе пӗрлех чӑваш юрри-такмакӗ янӑранӑ. Унта Иван Яковлевӑн «Халалӗ» те янӑранӑ.

 

Чӑвашлӑх

«Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ӗҫе паян чӑвашла тумланса кайнӑ. Асӑннӑ МИХӑн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, журналистсем ҫеҫ мар, коммерци пайӗнче ӗҫлекенсем те Чӑваш чӗлхи кунне хисепленине, сума сунине кӑтартмалла капӑрланнӑ. Мӗнпур ӗҫчен ҫапла тӑхӑннине ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах сӑн ӳкерчӗксемпе ҫирӗплетнине ӗненмех тивет-тӗр.

Наци медиахолдингӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисем чӑвашла логотиплӑ футболкӑсем тӑхӑннӑ, теприсем — «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырса хунисене. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» вӑй хуракансем паян капӑр шӳлкеме те ҫакнӑ. «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырнӑ футболкӑсемпе вӗсем ҫуллахи вӑхӑтра республикӑмӑр тӑрӑх командировкӑсене те тухаҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем тата «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйне виҫнӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисен олимпиадине Чӑваш, Тутар тата Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 52 ача хутшӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ята Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак шкулӗнчи Регина Теплова тата Ираида Якимова, Тӑвай районӗнчи Тушкилти Лидия Морякова, Диана Мердеева, Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Матак шкулӗнчи Марина Ермолаева, Анастасия Иванова Анастасия, Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Светлана Солдатова, Наталия Путякова, Мария Ядрицова, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулти Алена Ядрицова, Анастасия Мочалова, Шупашкар хулинчи 62-мӗш шкулти Нина Егорова тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/586.html
 

Чӑваш чӗлхи
Григорий Данилов (иккӗмӗш ретре) депутат
Григорий Данилов (иккӗмӗш ретре) депутат

Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 19-мӗш сессийӗ иртет. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительствин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерчӗ.

Михаил Игнатьев тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн ыйтусемпе доклада сӳтсе явасси пуҫланчӗ. Микрофона тивӗҫнисенчен пӗри, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов, шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтӑва чӑвашла хускатрӗ. Депутатӑн чӑвашла ыйтӑвне Михаил Игнатьев тӑван чӗлхепе хуравларӗ. Сурдокуҫаруҫӑна ӗлкӗрсе пыма йывӑррине асӑрхаттаракан та, сӑмах май, залра тупӑнчӗ. Валерий Филимонов спикер прокурорсен тата ытти хӑшӗ-пӗрисен сурдокуҫарӑва итлеме май ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗ.

Григорий Данилов чӑваш чӗлхине шкулта вӗрентес ыйтупа халӑхра темле калаҫакан та пуррине аса илтерчӗ. Пӗрисен шучӗпе факультатив мелӗпе вӗрентмелле, теприсем пурне тет вӗрентмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ. Григорий Данилов шучӗпе чи лайӑх вариант — «таҫта варринче». Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пулнӑ май Элтепер республика Конституцийӗн гаранчӗ шутланнине аса илтерчӗ депутат.

Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, «пирӗн нимле пӑтӑрмах та ҫук», тӑван чӗлхене саккунпа килӗшӳллӗн суйласа илеҫҫӗ.

Малалла...

 

Культура
Илле Иванов
Илле Иванов

Чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ Илле Иванов нумаях пулмасть Японире пулнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, публициста Токиори ют чӗлхесен университечӗ ҫичӗ юта йыхравланӑ.

Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, Илле Иванов Японире чӑваш чӗлхи вӗренекен ӑсчахсене пулӑшнӑ. Маларах асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗ Япони ӑсчахӗсем чӑваш чӗлхине мӗн тума ӑша хывнипе кӑсӑкланнӑ. «Синджиро Казама профессор Чӑваш Ене темиҫе хут та килнӗччӗ,ученӑй-филологсемпе тӗл пулнӑччӗ. Казама-сан тата унӑн ӗҫтешӗсем чӑваш диалекчӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Вӗсем алтай ҫемйине кӗрекен чӗлхесен калаҫу словарьне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗк чӗлхисен хушшинче чӑваш чӗлхи питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать», — уҫӑмлатнӑ Илле Иванов.

 

Чӑвашлӑх
Тӗменрен килнӗ чӑвашӑн машини
Тӗменрен килнӗ чӑвашӑн машини

Тӗменре пурӑнакан чӑваш Алексей Павлов хӑйӗн тимӗр урапи ҫине чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫак кунсенче вӑл Шупашкара килнӗ. Машинӑн хыҫалти чӳречи ҫинче кашни «Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплесе упрасси, ҫӗнетсе аталантарасси пирӗнтен кашнинчен килет» тенине вулама пултарать.

Павлов Алексей Викторович Тӗменте тата Тӗмен облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Вӑлах тӗрлӗ электротехника тата ҫутӑ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерекен «Неосвет» предприяти ертӳҫи те. Алексей Викторович пулӑшнипе Тӗменре нумай-нумай культура мероприятисем иртеҫҫӗ.

43 ҫулхи Тӗмен чӑвашӗн ашшӗ-амӑшӗ — Чӑвашран. Ашшӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑш ялӗнчен, амӑшӗ — Елчӗк районӗнчи Шуршуран. Арӑмӗ те унӑн чӑваш — Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑран. Сӑмах май, чӑвашла текста шӑп та лӑп арӑмӗ хатӗрленӗ. Алексей Викторовичӑн хӗрӗ Шупашкарти культура институтӗнче пӗлӳ пухать, ывӑлӗ хӗсметре, Хабаровск енӗнче.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

В.Г. Родионов,

филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар хули, Чӑваш Республики

«Малалла, Яковлев патнелле!»: И.Я. Яковлев пултарулӑхне ҫӗнӗлле хак пани

Эпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче, 1973 ҫултаччӗ пулас, аслӑ патриархӑмӑра халалланӑ юбилей пухӑвӗнче Кашкӑр Хуначи (Г.Н. Волков) ҫапларах чӗнсе каланӑччӗ: «Малалла, Яковлев патнелле!» Зал сӗрлесе кайнӑччӗ ун чухне, хӑшӗ-хӑшӗ ура ҫине тӑрсах кӑшкӑрашрӗ. Ҫак уяв хыҫҫӑн этнопедагогика никӗслевҫине хӗстерме те хистеме пуҫӑнчӗҫ, юлашкинчен Шупашкартан хӳтерсе ямах пултарчӗҫ.

Ун чухне атеистсен саманиччӗ те, Яковлевӑн тӗн ҫинчен калани-ҫырнисене хура халӑхран пикенсех пытарма тӑрӑшатчӗҫ. Ҫав хушӑрах патриархӑмӑр ҫырнӑ уйрӑм йӗркесенчен политика пӗлтерӗшлӗ ялав-лозунг туса хытах вӗлкӗштеретчӗҫ, «аслӑ пиччемӗр» умӗнче (чӑннипе каласан, Мускавра ларакан влаҫри куккасен умӗнче) шанчӑклӑ йытӑ кӑмӑлне палӑртатчӗҫ.

Паянхи кун иккӗмӗш хӑтланкаларӑшӗ улшӑнсах кайман пек туйӑнать-ха.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫыриччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Орфографипе пунктуаци правилисене аса илтерсе ӗнер Чӑваш Енӗн вӗренӳ институчӗн пуху залне пуҫтарӑннӑ.

Диктанта, сӑмах май, килте ларса ҫырма пулать.Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унӑн текстне 13.00 сехетре Чӑваш наци радиовӗн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумӗсем ҫинче, Чӑваш наци телевиденийӗн официаллӑ сайтӗнче (www.ntrk21.ru) тӳрӗ эфирта итлеме пулӗ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаҫтарнӑ. Копьютерпа Word форматпа ҫырнӑ (наборланӑ) е алпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн 10–15 минут хушшинче ҫак адреспа йышӑнӗҫ: totalnyi2018@yandex.ru

Кӑҫал Александр Артемьевӑн прозӑлла сӑввине ҫыртарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/575.html
 

Страницӑсем: 1 ... 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, [80], 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, ... 161
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 12

1874
151
Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1944
81
Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ.
2005
20
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та